Chuvash.Org :: Пичет версиӗ :: Чухӑнсен сасси


Чухӑнсен сасси — 1918 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа 1919 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗччен чӑвашла тухса тӑнӑ хаҫат. Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче хӗрлӗ ҫарӑн политика хаҫачӗ пулнӑ. Тиражӗ малтан 5 пин пулнӑ, кайран 10 пине ӳснӗ. Юлашки 133 номерӗ 1919 ҫулхи ҫурлан 8-мӗшӗнче пичӗтленсе тухнӑ.

Малтан (1918, авӑн, 26) Хусанта пичӗтленнӗ. 1919 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Ӗпхӳре, Колчак тапӑнса пынӑ вӑхӑтра (пуш-ҫу уйӑхӗсенче) Бугурусланта тата Сызраньте пичетленнӗ. 1919 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен — Чӗмпӗрте.

Малтан хӗрлӗ ҫарӑн 5 пайӗнче сарнӑ, 1919 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче — фронт хаҫачӗ шутланнӑ.

Хаҫӑтра Ахах Иван Евграфовичӑн сӑввисемпе калавӗсем пичетленнӗ.


 
Категорисем: Хаҫатсем

Тулли верси :: Статья каҫми